19 Акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗн пур вӑйне ҫӗнтерме хӑват паратӑп. Сире ӗнтӗ нимӗн те сиен тӑваймӗ.
ҫӗленсене алла тытӗҫ; пӗр-пӗр наркӑмӑш ӗҫсен те сиенленмӗҫ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, лешсем сывалӗҫ».
Е ҫӑмарта ыйтакан ывӑлне скорпион паракан ашшӗ пур-и?
Анчах та Павел ҫӗлене силлесе вута ывӑтрӗ, хӑй вара нимӗн чухлӗ те сиенленмен иккен.
Канӑҫлӑх Турри часах шуйттана ҫапса антарӗ, сирӗн урӑр айне тӑвӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пултӑр! Аминь.
Кам та пулин пророксене сӑтӑр тӑвас тесен, вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм тухӗ те тӑшманӗсене кӗллентерӗ. Пророксене сӑтӑр тӑвас текенсем вилӗме тивӗҫлӗ.