Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 10:17 - Синодальный НЗ

17 Ҫитмӗл вӗренекенӗ савӑнса тавӑрӑннӑ та Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Сан ятна асӑнсанах пире усалсем те пӑхӑнаҫҫӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 10:17
8 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.


Ӗненекенсем ҫак хӑватсене тума пултарӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ; хӑйсем халиччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӗҫ;


Ҫавӑн хыҫҫӑн Хуҫамӑр татах тепӗр ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ. Вара вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй кайма шухӑшланӑ хуласемпе ялсене янӑ.


Ҫапах эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра пӑхӑннишӗн мар, тӳпере хӑвӑр ятӑрсем ҫырӑннишӗн савӑнӑр».


Унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, „Сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, – тейӗр вӗсене.


Иисус вара Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ те вӗсене мӗн пур усалсене пӑхӑнтарма, ҫынсене чир-чӗртен сыватма вӑй-хӑват панӑ.


Канӑҫлӑх Турри часах шуйттана ҫапса антарӗ, сирӗн урӑр айне тӑвӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пултӑр! Аминь.


Чиркӳ Христоса епле пӑхӑнать, арӑмӗн те пур енчен те упӑшкине пӑхӑнмалла.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ