Эсӗ те, хӑвна тӳпе таранах мӑнна хуракан Капернаум хули, тамӑк тӗпнех анса кайӑн. Сан урамусенче кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсан вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ.
Эсир Авраам, Исаак, Иаков тата пур пророксем те Турӑ Патшалӑхӗнче пулнине, хӑвӑра вара тулашне хӑваласа кӑларнине курӑр. Унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ.