11 „Акӑ сирӗн хулӑрта пушмак ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑртах силлесе хӑваратпӑр. Ҫапах та эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарнине пӗлсе тӑрӑр!“ – тейӗр.
Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, ҫав кил-ҫуртран е хуларан тухса кайнӑ чухне эсир пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр.
Ҫӳренӗ чухне вара: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ“, – тесе ӳкӗтлесе вӗрентӗр.
«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр», – тенӗ вӑл ҫынсене.
Енчен те сире пӗр-пӗр хулара хапӑл тумасан, эсир ҫав хула урамӗсем тӑрӑх ҫапла каласа ҫӳрӗр:
Унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, „Сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, – тейӗр вӗсене.
Ӑҫта та пулин сире йышӑнмасан, ҫав хуларан тухса кайнӑ чух, вӗсене асӑрхаттарнине пӗлтерсе, пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесе хӑварӑр».
Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! Авраам йӑхӗн ачисем! Эй, Турӑран хӑракан сирӗн хушшӑрти ытти халӑх ҫыннисем! Ҫак ҫӑлӑнӑҫ сӑмахне сирӗн валли янӑ.
Хӑвӑрпа пророксем каланӑ пек пуласран сыхланӑр. Вӗсем ҫапла асӑрхаттарнӑ:
Павелпа Варнава вӗсене хӑюллӑнах ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне чи малтан сире вӗрентмеллеччӗ. Анчах та эсир ҫав сӑмаха йышӑнмасӑр хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юрӑхсӑр тӑватӑр. Ҫавӑнпа та, акӑ, эпир урӑх халӑхсене вӗрентетпӗр.
Ури ҫумӗнчи тусанне вӗсен еннелле силлесе хӑварса, апостолсем Иконие кайнӑ.
Израиль халӑхӗ пирки вара Вӑл ҫапла каланӑ: «Аллӑмсене ҫав итлемен, кутӑн халӑх енне тӑсса, Эпӗ яра куна кӑлӑхах кӗтрӗм».
Ҫырнинче вара: «Турӑ сӑмахӗ санӑн ҫывӑхунтах, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварунта, санӑн чӗрӳнте», – тенӗ. Ҫак сӑмах – эпир вӗрентекен ӗненӳ сӑмахӗ.
Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.