10 Енчен те сире пӗр-пӗр хулара хапӑл тумасан, эсир ҫав хула урамӗсем тӑрӑх ҫапла каласа ҫӳрӗр:
Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, ҫав кил-ҫуртран е хуларан тухса кайнӑ чухне эсир пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр.
„Акӑ сирӗн хулӑрта пушмак ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑртах силлесе хӑваратпӑр. Ҫапах та эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарнине пӗлсе тӑрӑр!“ – тейӗр.
Унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, „Сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, – тейӗр вӗсене.
Ӑҫта та пулин сире йышӑнмасан, ҫав хуларан тухса кайнӑ чух, вӗсене асӑрхаттарнине пӗлтерсе, пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесе хӑварӑр».
Ури ҫумӗнчи тусанне вӗсен еннелле силлесе хӑварса, апостолсем Иконие кайнӑ.
Анчах та иудейсем Павела хирӗҫлесе тем тӗрлӗ усал сӑмах каласа пӗтернӗ. Вара Павел тумтирӗ ҫинчи тусанне силле-силле ҫапла каланӑ: «Сирӗн ҫылӑхӑр хӑвӑр пуҫӑр ҫинчех юлать. Эпӗ – таса. Паянтан урӑх халӑх ҫыннисем патне каятӑп».