Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 10:1 - Синодальный НЗ

1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Хуҫамӑр татах тепӗр ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ. Вара вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй кайма шухӑшланӑ хуласемпе ялсене янӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 10:1
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӑл Христос умӗн Илиян чун-чӗм хӑвачӗпе килӗ те халӑха Хуҫамӑр умне тӑма хатӗрлӗ: ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, Турӑ хушнине итлемен ҫынсене тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫине тӑратӗ».


Сана та, ачам, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тесе калӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлеме Ун умӗнчен пырӑн.


Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ.


Иоанн вара вӗсенчен иккӗшне чӗнсе илнӗ те: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ.


Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарлама вӗренекенӗсене янӑ. Лешсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре вырӑн хатӗрлеме Самарири пӗр яла кӗнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ