78-79 Ырӑ кӑмӑллӑ та хӗрхенӳллӗ Туррӑмӑр тӗттӗмре, вилӗм тыткӑнӗнче пурӑнакансене ҫутатма, канӑҫлӑх ҫулне кӑтартма пирӗн пата ҫӳлтен Шурӑмпуҫ ҫути ячӗ».
Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ.
Ҫавӑнпа та каланӑ ӗнтӗ: «Эй, чунна ҫывратса янӑскер, вӑран та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара сана Христос ҫути ҫутатӗ».
Эпӗ сире Иисус Христос юратулӑхӗпе пурне те юратнине Турӑ курать.
Ҫапла вара, сирӗн пӗр-пӗрне Христос вӗрентнӗ пек хавхалантарасси, юратса лӑплантарасси, пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн пурӑнасси, пӗр-пӗрне хӗрхенесси, пӗр-пӗриншӗн пӑшӑрханасси пур-и?
Ҫапла вара, эсир Турӑ суйласа илнисем пулсассӑн, Унӑн сӑваплӑ та юратнӑ ҫыннисем пулсассӑн, ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнӑр. Ҫӗнни тени ҫакӑ пултӑр: хӗрхенӳ, ырӑлӑх, лӑпкӑлӑх, йӑвашлӑх, тӳсӗмлӗх.
Ҫакӑ пире пророксен сӑмахӗ чӑн пулнине тата хытӑрах ӗнентерет. Эсир те пророксен сӑмахне ҫутаткӑҫ вырӑнне хурса аван тӑватӑр. Вӑл тул ҫутӑлса киличчен, чун-чӗрӗрсенче ирхи шуҫӑм ҫӑлтӑрӗ тухиччен ҫутатать.
Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленекен тӑванне хӗрхенмест пулсан, унра епле Турӑ юратулӑхӗ пулайтӑр?
«Эпӗ, Иисус, сире ҫакна чиркӳсенче ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ – Давид ӑрӑвӗн никӗсӗ тата тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр».