77 Ҫылӑхсене каҫарса ҫӑлӑнасси ҫинчен те эсӗ Унӑн халӑхне каласа ӑнлантарӑн.
Иоанн вара Иордан шывӗ таврашӗнче, пур ҫӗрте те, ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтленӗ.
вара пӗтӗм этемлӗх Турӑ панӑ ҫӑлӑнӑҫа курӗ!“»
Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки.
Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине хам куҫӑмпа хам курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп», – тенӗ Иоанн.
Ӑна ӗненекенсен Унӑн ячӗпе ҫылӑхӗсем каҫарӑнассине мӗн пур пророксем те ҫирӗплетсе каланӑ».
«Иоанн ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шыва кӗртнӗ. Вӑл халӑха хӑй хыҫҫӑн Килекене, Христос Иисуса ӗненме ӳкӗтленӗ», – тенӗ вара Павел.
Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр.
Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене тӳрлетес тесе ӳкӗнӗр, Турӑ енне ҫавӑрӑнӑр.
Израиль халӑхне ӳкӗнтерес тесе, ҫылӑхӗсене каҫарас тесе Турӑ Ӑна, Пуҫлӑха тата Ҫӑлакана, Хӑйӗн аллипе ҫӗклесе Хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна, лартрӗ.
Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе, Турӑ Унран ҫырлахтару парни тунӑ. Ҫапла майпа Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне палӑртать: Вӑл малтан та ҫынсен ҫылӑхӗсене нумай чӑтнӑ, халӗ те тӳрӗлӗхлӗ. Иисуса ӗненекенсене Турӑ тӳрре кӑларӗ.
Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илни, Унӑн ырӑлӑхӗ тулли пулни пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла турӗ.