76 Сана та, ачам, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тесе калӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлеме Ун умӗнчен пырӑн.
Ирод ӑна ҫавӑншӑн вӗлерттересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ. Халӑх Иоана пророк тесе шутланӑ.
„Этемрен“, – теес, халӑхран хӑратпӑр, мӗншӗн тесен пурте Иоана пророк тесе шутлаҫҫӗ“».
Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.
Исаия пророках ун ҫинчен ҫапла каланӑ пулнӑ: «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!“»
«Этемрен», – тесе вара вӗсем халӑхран хӑранипе калайман, мӗншӗн тесен пурте Иоана чӑн-чӑн пророк тесе шутланӑ.
Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ. Хуҫа Турӑ Ӑна мӑн аслашшӗн, Давидӑн, престолне парӗ.
Ангел Ӑна каланӑ: «Сан ҫине Святой Сывлӑш анӗ, сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ, ҫавӑнпа ҫуралас таса Ачуна та Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ.
Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.
«Эпӗ – пуш хирте: „Хуҫамӑр валли ҫул тӳрлетӗр!“ – тесе чӗнекенӗн сасси, – тенӗ Иоанн. – Ун ҫинчен Исаия пророках каланӑ».
Ман хыҫран Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран малти. Эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар».
– Эпӗ Христос мар, мана Ун умӗнчен янӑ тесе каланӑччӗ эпӗ сире. Ҫав сӑмахсене эсир хӑвӑр та ҫирӗплетме пултаратӑр.
«Ҫак ҫынсем – Ҫӳлти Турӑ чурисем! Вӗсем пире ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫинчен хыпарлаҫҫӗ!» – тесе кӑшкӑрса пычӗ ҫав хӗрарӑм Павелпа пирӗн хыҫӑмӑртан.