65 Унта пурӑнакан пӗтӗм халӑх хӑраса ӳкнӗ. Мӗн пулса иртни ҫинчен сӑртлӑ Иудейӑра пур ҫӗрте те калаҫнӑ.
Ирод патша вӑхӑтӗнче, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсан, хӗвел тухӑҫӗнчи ӑсчахсем Иерусалима пынӑ та халӑхран ҫапла ыйтнӑ:
Тепӗр темиҫе кунран Мария ҫула хатӗрленнӗ те сӑртлӑ Иудейӑри хулана васкаса кайнӑ.
Итлекенсем пурте кӗтӳҫӗсем каласа кӑтартнинчен тӗлӗннӗ.
Унта тӑракансем пурте шалтах тӗлӗнсе кайнӑ, хӑраса ӳкнипе вара Турра мухтама пуҫланӑ. «Паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ-пуҫ куртӑмӑр», – тенӗ вӗсем.
Ҫынсем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса каланӑ: «Пирӗн хушшӑмӑрта аслӑ пророк тупӑнчӗ! Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ!»
Ефесра пурӑнакан иудейсемпе грексем ҫак ӗҫ ҫинчен пӗлсен хӑраса ӳкнӗ. Ҫавӑнтанпа пурте Иисус Хуҫамӑр ятне хисеплеме пуҫланӑ.
Ӗненекенсем пурте Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Иерусалимра апостолсем урлӑ тӗрлӗ хӑватсем, паллӑсем пулнӑ.
Вара ӗненекенсен пӗтӗм ушкӑнӗ те, ҫавӑн ҫинчен илтнӗ ытти ҫынсем те питӗ хытӑ хӑраса ӳкнӗ.
Ҫак сӑмахсене илтсенех Анания ӳксе вилнӗ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ ҫынсен пурин те сехри хӑпнӑ.
Анчах та виҫӗ кун ҫурӑран Турӑ пророксем ӑшне Хӑйӗн чӗрӗлӗх сывлӑшне кӗртрӗ, вара вӗсем урисем ҫине тӑчӗҫ. Ҫакна куракансем хӑраса-чӗтресе ӳкрӗҫ.