60 Анчах та амӑшӗ: «Ҫук, ӑна Иоанн ятлӑ хурар», – тенӗ.
Анчах вӑл Марияпа ҫывӑрман. Пурӑна-киле Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Иосиф Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
Ангел ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Захария! Санӑн кӗллӳне Турӑ илтрӗ. Санӑн арӑму, Елисавета, сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, ӑна эсӗ Иоанн ятлӑ хурӑн.
«Сирӗн йӑхӑрта ун ятли никам та ҫук-ҫке!» – тенӗ ӑна ыттисем.
Захария хӑма татӑкӗ ыйтса илнӗ те: «Унӑн ячӗ – Иоанн», – тесе ҫырса панӑ. Ҫавна курсан пурте тӗлӗннӗ.