Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 1:6 - Синодальный НЗ

6 Вӗсем Турӑ умӗнче тӳрӗ пурӑннӑ: Хуҫа Турӑ йӗркисене, пил-хушӑвӗсене пурне те тӗрӗс пурнӑҫласа тӑнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 1:6
33 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Анчах та вӗсен ача-пӑча пулман, мӗншӗн тесен Елисавета ача туман арӑм пулнӑ. Иккӗшӗ те вӗсем ватӑлса ҫитнӗ.


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсем умӗнче хӑвӑра тӳрӗ пек кӑтартатӑр, анчах сирӗн чӗрӗре Турӑ пӗлет. Мӗншӗн тесен ҫынсем хушшинче чаплӑ пекки Турӑ умӗнче ирсӗр.


Ҫав вӑхӑтра Иерусалим хулинче тӳрӗ пурӑнакан, Турра пит хисеплекен Симеон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ. Ун ҫинче Святой Сывлӑш пулнӑ, Симеон Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ килессе кӗтнӗ.


Давид Ун ҫинчен ҫапла каланӑ: „Эпӗ яланах Хуҫамӑра кураттӑм, мӗншӗн тесен эпӗ иккӗленесрен Вӑл манӑн сылтӑм енче тӑратчӗ.


Павел синедрионра ларакансем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Эй, тӑван ҫыннӑмӑрсем! Эпӗ мӗн ҫак кунчченех Турӑ умӗнче таса кӑмӑлпа пурӑнтӑм».


Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те таса чунлӑ пуласшӑн яланах тӑрӑшатӑп.


Турӑ умӗнче санӑн чун-чӗрӳ таса мар-ха, ҫавӑнпа та эпир тӑвакан ӗҫе тума санӑн пай та, тивӗҫ те ҫук.


Ҫапла Вӑл пире, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене, саккун ыйтнӑ пек тӳрӗ пурӑнччӑр тесе тунӑ.


Эй, тӑвансем! Эпӗ мӗн каланине йӑлтах асра тытнӑшӑн, эпӗ вӗрентсе хӑварнӑ Хуҫа Турӑ йӑли-йӗркипе пурӑннӑшӑн сире ырлатӑп.


Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.


Халӗ вара, Христос Ӳт-пӗвӗ урлӑ, Унӑн вилӗмӗ урлӑ Турӑ сире Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ. Ҫакна Вӑл сире Хӑйӗн умне сӑваплӑ та таса, айӑпсӑр тӑратасчӗ тесе тунӑ.


Ҫав юратулӑхпа Вӑл сире, Иисус Христос Хуҫамӑр Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисемпе пуринпе те тепре киличчен, ҫирӗплӗх патӑрччӗ; сирӗн Атте Турӑ умне таса сӑваплӑхпа тӑмалла пултӑрччӗ. Аминь.


Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, ҫакна кӗтсе, Турӑ умне ирсӗрленмесӗр те ҫитменлӗхсӗр, ҫураҫуллӑн тӑрасчӗ тесе тӑрӑшӑр.


Вӑл тӳрӗ пулнине эсир пӗлетӗр пулсан ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: кашни тӗрӗс тӑваканах Унран ҫуралнӑ; Турӑ ачи пулать.


Эпир Ӑна пӗлсе ҫитни Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пынинчен курӑнать.


Эй, ачамсем! Сире никам та илӗртсе ан улталатӑр. Кам тӳрӗлӗхлӗ ӗҫ тӑвать, ҫав Унашкалах тӳрӗлӗхлӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ