58 Кӳршисемпе тӑванӗсем ун ҫинчен илтнӗ те Хуҫамӑр ҫав тӗрлӗ пысӑк ырӑлӑх панӑшӑн Елисаветӑпа пӗрле савӑннӑ.
Уншӑн эсӗ хавасланса хӗпӗртӗн, вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗҫ,
Ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитсен Елисавета ывӑл ача ҫуратнӑ.
Хӑйне хӑнана чӗннӗ фарисее Иисус ҫапла каланӑ: «Эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чух тусусене, хурӑнташусене, тӑванусене тата пуян кӳршӳсене ан чӗн, мӗншӗн тесен кайран вӗсем те сана хӑнана чӗнсе тав тума пултараҫҫӗ.
Савӑнаканпа пӗрле савӑнӑр, йӗрекенпе пӗрле йӗрӗр.
Ҫавӑнпа та ӳт-пӗвӗн пӗр-пӗр пайӗ асаплансан ыттисем те асапланаҫҫӗ, пӗр-пӗр пайӗ хисеплӗ пулсан ыттисем те савӑнаҫҫӗ.