48 мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн Чурин йӑвашлӑхне асӑрхарӗ. Паянтан Мана пур халӑхсем те мухтӗҫ.
Ун патне кӗрсен ангел ҫапла каланӑ: «Эй, тивлетлӗ Хӗр, савӑн! Санпала Турӑ, Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑрах!»
Вӑл хытӑ сасӑпа каланӑ: «Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑрах! Санран ҫуралас Ачу та мухтавлӑ!
Хуҫа Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса ӗненнӗшӗн Эсӗ телейлӗ!»
Хӑватлӑ Турӑ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ, Унӑн ячӗ таса.
Иисус ҫапла каласа тӑнӑ чухне пӗр хӗрарӑм халӑх хушшинчен: «Сана ҫуратса кӑкӑр ҫитернӗ Аннӳ телейлӗ!» – тесе кӑшкӑрнӑ.