47 Манӑн кӑмӑлӑм Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать,
Паян Давид хулинче сире Ҫӑлакан ҫуралчӗ, Вӑл – Христос Хуҫамӑр!
Хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр тата хамӑр шанчӑкӑмӑр Иисус Христос Хуҫамӑр хушнипе Унӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран –
Ҫапла туни Турӑшӑн, Ҫӑлаканӑмӑршӑн аван, юрӑхлӑ.
Вӗсем ан вӑрлаччӑр, пур енчен те шанчӑклӑ пулччӑр – ҫапла туса хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентӗвне татах илем кӳччӗр.
Пире ҫав ырӑлӑх шанчӑк ҫитес телейлӗ куна – хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Туррӑмӑр Иисус Христос мухтавлӑ килес куна – кӗтме вӗрентет.
Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ хамӑра Ҫӑлакан, Пӗртен-пӗр Ӑслӑран та Ӑслӑ Турӑ ӗмӗрсемччен те, халӗ те, ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, аслӑ, хӑватлӑ, вӑйлӑ пултӑр. Аминь.