4 Хӑвна мӗне вӗрентни чӑннипех те тӗрӗс пулнине санӑн тӗппипе пӗлсе ҫитмелле пултӑр терӗм.
Ҫаксене сире Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни, Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗнентересшӗн, ӗненсен Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.
Пӗлессе Аполлос Хуҫамӑрӑн ҫул пуҫламӑшне кӑна – Иоанн шыва кӗртни таран ҫеҫ – пӗлнӗ. Ҫапах та вӑл Хуҫамӑр ҫинчен чунӗпе ҫунса, тӗрӗс вӗрентнӗ.
Эсӗ Турӑ ирӗкне те пӗлетӗн, саккунран вӗренсе мӗн лайӑххине те ӑнкаратӑн.
Анчах та эпӗ, ыттисене ӑс парас тесе, вӗсем пӗлмен чӗлхепе чиркӳре пин-пин сӑмах каличчен ӑнланмалла пилӗк сӑмах калам.
Турӑ сӑмахне вӗренекен хӑйӗн мӗн пур туприне вӗрентекенӗпе пайлатӑр.