33 Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ».
Авраампа Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ Иисус Христосӑн йӑх-несӗл тымарӗ.
Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ.
Мария вара ангелран ыйтнӑ: «Ку епле пулма пултарӗ-ши? Эпӗ халӗ качча та кайман-ҫке?»
Израиль ҫыннисем хӑйсене ҫапла тыткаланишӗн Турӑ сӑмах пани пурнӑҫланмарӗ теме ҫук. Мӗншӗн тесен Израильтен ҫуралнисем пурте Израиль ҫыннисем мар-ха.
Енчен те эсир Христосӑн пулсан, эппин эсир Авраам тӑхӑмӗсем, Турӑ шантарнӑ еткере илекенсем пулатӑр.
Ҫак йӗркепе пурӑнакансене, Турӑ суйланӑ Израиль ӗненекенӗсене канӑҫлӑхпа ырӑлӑх пултӑр!
Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӳт кастарнисем вӗсем – эпир. Ӳт-пӗве шанмасӑр, эпир Турӑ Сывлӑшӗ хушнӑ пек Турра пуҫҫапатпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр.
Ывӑлӗ пирки вара ҫапла каланӑ: «Эй, Турӑҫӑм, Санӑн престолу ӗмӗрлӗх, Хӑвӑн патшалӑхун тытӑмӗн палли – патша туйи – тӗрӗслӗхлӗ.
Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем.