31 Акӑ Эсӗ йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӑн, Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн.
Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ ҫав Ачана Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ».
«Акӑ Хӗр йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ». Еммануил тени «Турӑ пирӗнпе» тенине пӗлтерет.
Анчах вӑл Марияпа ҫывӑрман. Пурӑна-киле Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Иосиф Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
Ангел ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Захария! Санӑн кӗллӳне Турӑ илтрӗ. Санӑн арӑму, Елисавета, сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, ӑна эсӗ Иоанн ятлӑ хурӑн.
Давид йӑхӗнчи Иосиф валли ҫураҫнӑ Хӗр патне янӑ. Ҫав Хӗр Мария ятлӑ пулнӑ.
Тепӗр сакӑр кунран, Ача ӳтне касма вӑхӑт ҫитсен, Амӑшне йывӑр ҫын пуличчен ангел каланӑ пекех, Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
Ҫапла вара, Давид Ӑна Хуҫам тет. Эппин епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?»
Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.