Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 1:3 - Синодальный НЗ

3 Ҫавӑнпа эпӗ те, хисеплӗ ҫыннӑм Феофил, малтан пуҫласа пӗтӗмпе лайӑх тӗпчесе пӗлтӗм те ун ҫинчен сана йӗркипе ҫырса парас терӗм.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 1:3
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен халӗ нумайӑшӗ ҫыра пуҫларӗҫ ӗнтӗ.


Эй, Феофил, эпӗ хамӑн малтанхи кӗнекемре Иисус Хӑй ӗҫне тума пуҫланӑранпа тӳпене ҫӗкленичченех мӗн-мӗн туни тата мӗне вӗрентни ҫинчен пӗтӗмпех ҫырнӑччӗ. Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ кун Святой Сывлӑш хӑвачӗпе хушусем парса хӑварнӑ.


Петр вӗсене мӗн пулса иртнине йӗркипе ӑнлантарса пама пуҫланӑ:


Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, ман шухӑшӑмпа, Турӑ ҫулне шыракан урӑх халӑх ҫыннисене чӑрмав кӳмелле мар,


Ҫавӑнпа эпир пухӑнса канашларӑмӑр та, темиҫе ҫынна суйласа илсе, вӗсене хисеплӗ Варнавӑпа тата Павелпа пӗрле сирӗн патӑра яма калаҫса татӑлтӑмӑр.


Мӗншӗн тесен Святой Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине ытлашши ҫӗклем хурас мар терӗмӗр. Сирӗн ҫаксене, чи кирлисене кӑна, тытса пурӑнмалла:


Пӗр вӑхӑт унта пулнӑ хыҫҫӑн Павел каллех ҫула тухнӑ. Вӑл, вӗренекенсене пурне те хавхалантарса, Галатипе Фриги ҫӗрӗсен пур кӗтесӗсенче те пулнӑ.


«Эпӗ, Клавдий Лисий, хисеплӗрен те хисеплӗ Феликс пуҫлӑха салам яратӑп.


«Хисеплӗрен те хисеплӗ Фест, – тенӗ вара ӑна Павел, – эпӗ ухмаха ермен, тӗрӗс те чӑн сӑмахсем калатӑп.


Аполлос тӑванӑмӑр пирки вара ҫакна каламалла: сирӗн патӑра ытти тӑвансемпе пӗрле пыма эпӗ ӑна питӗ тархасларӑм, анчах та вӑл халь пыма кӑмӑл тумарӗ. Майлӑрах вӑхӑт тупӑнсассӑн пырӗ.


Ҫапах та, качча каймасан, ҫав хӗрарӑм телейлӗрех пулать. Паллах, ку манӑн шухӑш, анчах манра та Турӑ Сывлӑшӗ пур пулӗ тетӗп.


Эсӗ ҫакна ӗненекен тӑвансене ӑнлантарса парсассӑн, Иисус Христосӑн лайӑх тарҫи пулатӑн. Лайӑх тарҫӑ вара ӗненӳ сӑмахӗсенчен тата хӑй йышӑннӑ ырӑ вӗрентӳрен вӑй-хӑват илет.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ