28 Ун патне кӗрсен ангел ҫапла каланӑ: «Эй, тивлетлӗ Хӗр, савӑн! Санпала Турӑ, Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑрах!»
«Кам Манӑн Аннем? Камсем Манӑн тӑванӑмсем?» – тенӗ Иисус Хӑйне ҫапла каланӑ ҫынна.
Давид йӑхӗнчи Иосиф валли ҫураҫнӑ Хӗр патне янӑ. Ҫав Хӗр Мария ятлӑ пулнӑ.
Ангел сӑмахӗсене илтсен Мария аптӑрасах кайнӑ. Ҫапла ырӑ сунса саламлани мӗне пӗлтерет-ши тесе шухӑшланӑ.
Ангел Ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Мария! Эсӗ Турӑран ырӑлӑх илтӗн.
Вӑл хытӑ сасӑпа каланӑ: «Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑрах! Санран ҫуралас Ачу та мухтавлӑ!
Эпӗ санпах пулӑп, ҫавӑнпа та сана никам та усал тӑваймӗ: ку хулара Манӑн ҫыннӑмсем нумай».