23 Турӑ умӗнче ӗҫлемелли кунӗсем иртсен Захария килне тавӑрӑннӑ.
Унтан тухсан Захария пӗр сӑмах та калайман, аллисемпе паллӑ кӑтартса халӑха тем ӑнлантарма тӑрӑшнӑ. Вара пурте ӑна Турӑ Ҫуртӗнче темскер курӑннине чухласа илнӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ, Елисавета, йывӑр ҫын пулнӑ. Ҫие юлнине вӑл пилӗк уйӑх палӑртмасӑр ҫӳренӗ. «Ҫын хурланине ман ҫинчен сирес тесе, ҫак кунсенче Хуҫа Турӑ мана хӗрхенсе ҫапла турӗ», – тенӗ вӑл.