Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 1:22 - Синодальный НЗ

22 Унтан тухсан Захария пӗр сӑмах та калайман, аллисемпе паллӑ кӑтартса халӑха тем ӑнлантарма тӑрӑшнӑ. Вара пурте ӑна Турӑ Ҫуртӗнче темскер курӑннине чухласа илнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 1:22
8 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫав хушӑра унти халӑх Захария тухасса кӗтсе тӑнӑ, вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑрах тӑнинчен тӗлӗннӗ.


Турӑ умӗнче ӗҫлемелли кунӗсем иртсен Захария килне тавӑрӑннӑ.


Унтан вӗсем, аллисемпе паллӑ кӑтартса, ывӑлне мӗн ятлӑ хурас килнине ашшӗнчен ыйтнӑ.


Петр текен Симон, Вӑл кам ҫинчен каланине ыйтса пӗл-ха тесе, ӑна аллисемпе паллӑ кӑтартнӑ.


Унтан Петр, аллипе паллӑ кӑтартса, шӑпланма ыйтнӑ, хӑйне Хуҫамӑр тӗрмерен епле кӑларнине вӗсене каласа панӑ. «Ҫакӑн ҫинчен Иаковпа ытти ӗненекен тӑвансене те пӗлтерӗр-ха», – тесе ыйтнӑ вӑл. Вара тухнӑ та урӑх ҫӗре кайнӑ.


Иудейсем сӗннипе халӑх хушшинчен Александр ятлӑ ҫынна чӗнсе кӑларнӑ. Вӑл, аллипе паллӑ кӑтартса, халӑха шӑпланма ыйтнӑ.


Хӑйне калаҫма ирӗк парсан, Павел пусма картлашки ҫинчен, халӑха шӑпланма ыйтса, аллипе паллӑ кӑтартнӑ. Пурте шӑплансан вӑл еврейла ҫапла кала пуҫланӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ