21 Ҫав хушӑра унти халӑх Захария тухасса кӗтсе тӑнӑ, вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑрах тӑнинчен тӗлӗннӗ.
Вара Иуда кӗмӗл укҫисене Турӑ Ҫуртӗнче пӑрахнӑ та хӑй кайса ҫакӑнса вилнӗ.
Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Вӑл Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха, – кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ.
Вӑхӑчӗ ҫитсен эп калани пурнӑҫланӗ, анчах ман сӑмахсене ӗненменшӗн эсӗ чӗлхесӗр пулӑн, эпӗ калани пурнӑҫланиччен калаҫаймасӑр пурӑнӑн».
Унтан тухсан Захария пӗр сӑмах та калайман, аллисемпе паллӑ кӑтартса халӑха тем ӑнлантарма тӑрӑшнӑ. Вара пурте ӑна Турӑ Ҫуртӗнче темскер курӑннине чухласа илнӗ.