Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 1:20 - Синодальный НЗ

20 Вӑхӑчӗ ҫитсен эп калани пурнӑҫланӗ, анчах ман сӑмахсене ӗненменшӗн эсӗ чӗлхесӗр пулӑн, эпӗ калани пурнӑҫланиччен калаҫаймасӑр пурӑнӑн».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 1:20
22 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.


Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эй, ӗненмен ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин».


Ангел ӑна каланӑ: «Эпӗ – Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил. Мана сан патна ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ.


Ҫав хушӑра унти халӑх Захария тухасса кӗтсе тӑнӑ, вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑрах тӑнинчен тӗлӗннӗ.


Унтан тухсан Захария пӗр сӑмах та калайман, аллисемпе паллӑ кӑтартса халӑха тем ӑнлантарма тӑрӑшнӑ. Вара пурте ӑна Турӑ Ҫуртӗнче темскер курӑннине чухласа илнӗ.


Хуҫа Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса ӗненнӗшӗн Эсӗ телейлӗ!»


Ҫав самантрах унӑн чӗлхи-ҫӑварӗ уҫӑлнӑ, вара вӑл сасӑпах Турра мухтама пуҫланӑ.


Енчен те вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Турӑшӑн шанчӑксӑр пулсан? Нивушлӗ вӗсен шанчӑксӑрлӑхӗ Туррӑн шанчӑклӑхне пӑрахӑҫлать?


Эпир шанчӑклӑ пулмасан та, Вӑл яланах шанчӑклӑ, мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗнчен Хӑй тунма пултараймасть.


Икӗ япалара – сӑмах панинче тата тупа тунинче – Турӑ суйма пултараймасть. Ҫакна Вӑл пирӗн, Хӑйӗн хӳттине пынисен, умри шанчӑк ҫирӗп пултӑр тесе тунӑ.


Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, айӑплатӑп. Ҫавӑнпа чунна ҫунтар, ӳкӗн.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ