18 Захария вара ангелран ҫапла ыйтнӑ: «Ку чӑн пуласса эпӗ епле пӗлӗп-ши? Эпӗ ӗнтӗ ватӑлтӑм, ман арӑм та ватӑлса ҫитрӗ».
Мария вара ангелран ыйтнӑ: «Ку епле пулма пултарӗ-ши? Эпӗ халӗ качча та кайман-ҫке?»
Анчах та вӗсен ача-пӑча пулман, мӗншӗн тесен Елисавета ача туман арӑм пулнӑ. Иккӗшӗ те вӗсем ватӑлса ҫитнӗ.
Манӑн, ҫӗр ҫулалла ҫитнӗскерӗн, ӳт-кӗлеткем типнӗ ӗнтӗ, Саррӑн та варӗ типнӗ ӗнтӗ тесе шухӑшламан вӑл. Ҫав шухӑшпа ӗненӗвне хавшатман.