Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 1:17 - Синодальный НЗ

17 Вӑл Христос умӗн Илиян чун-чӗм хӑвачӗпе килӗ те халӑха Хуҫамӑр умне тӑма хатӗрлӗ: ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, Турӑ хушнине итлемен ҫынсене тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫине тӑратӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 1:17
38 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эсир ҫак шухӑшӑма йышӑнма хатӗр пулсан, калам: Иоанн вӑл – килмелле тенӗ Илия.


Мӗншӗн тесен Иоанн ӑна: «Санӑн инкӳпе пурӑнма юрамасть», – тесе ӳпкеленӗ.


Исаия пророках ун ҫинчен ҫапла каланӑ пулнӑ: «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!“»


Ҫӳрессе Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ. Ҫиессе вӑл хӗрлӗ шӑрчӑк тата хӑвӑлсенче тупкаланӑ пыл ҫисе пурӑннӑ.


Вӑл Израиль ҫыннисене нумайӑшне хӑйсен Хуҫа Турри енне ҫавӑрӗ.


Сана та, ачам, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тесе калӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлеме Ун умӗнчен пырӑн.


Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ.


Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине хам куҫӑмпа хам курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп», – тенӗ Иоанн.


– Эпӗ Христос мар, мана Ун умӗнчен янӑ тесе каланӑччӗ эпӗ сире. Ҫав сӑмахсене эсир хӑвӑр та ҫирӗплетме пултаратӑр.


Эпӗ ҫавӑнтах сан патна ҫынсем ятӑм. Эсӗ килни аван пулчӗ. Турӑ сана мӗн хушнине йӑлтах итлесчӗ тесе эпир халӗ пурте Турӑ умӗнче тӑратпӑр».


Тен, ҫакна Вӑл тӳрӗ ҫынсене – мухтава тивӗҫес хӗрхенӳ чӳлмекӗсене – Хӑйӗн мухтавӗн аслӑлӑхне пӗр вӑхӑтрах кӑтартас тесе тунӑ?


Ҫутӑлӑхри Хӑйӗн еткерне, сӑваплисен еткерне, илмешкӗн пире те пая кӗртнӗшӗн савӑнса Атте Турра тав тӑвар.


Ҫапла вара, йӗркесӗрлӗхрен тасатнӑ ҫын чаплӑ савӑт евӗр. Вӑл – Хуҫине юрӑхлӑ, сӑвапласа тасатнӑ, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫре усӑ курмалли хатӗр.


Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси.


Ҫапла вара, ачамсем, Турӑ Суйласа илни килсессӗн, Ун умӗнче ҫирӗп кӑмӑллӑн та намӑсланмасӑр тӑрас тесен, Унӑн вӗрентӗвӗпе пурӑнӑр.


Унтан эпӗ престолсене тата вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм. Вӗсене суд тума ирӗк панӑ. Эпӗ тата Иисус ҫинчен, Турӑ сӑмахӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн пуҫӗсене каснӑ ҫынсен чунӗсене куртӑм. Вӗсем тискер кайӑка та, унӑн сӑнарне те пуҫҫапман; ҫамкисемпе аллисем ҫине ҫыру палли ларттарман. Вӗсем, чӗрӗлсе тӑрса, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ