15 мӗншӗн тесен вӑл Хуҫа Турӑ умӗнче аслӑ пулӗ. Вӑл эрех-сӑра таврашӗ ӗҫмӗ; амӑш варӗнчех унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулӗ.
Уншӑн эсӗ хавасланса хӗпӗртӗн, вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗҫ,
Калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑрах пӗр пророк та ҫук, анчах Турӑ Патшалӑхӗнче чи кӗҫӗнни те унран аслӑ».
Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ: ҫӑкӑр та ҫимест, хӗрлӗ эрех те ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – тетӗр эсир.
Иоанн вӑл ҫунса ҫутӑ паракан ҫутаткӑҫчӗ, эсир вара ун ҫутинче кӑшт кӑна савӑнса юласшӑн пултӑр.
Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ.
Анчах та ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ мана аннем варӗнчех суйласа илнӗ пулнӑ. Турӑ мана Хӑйӗн Ывӑлӗ камне уҫса пачӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсене Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме мана Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе чӗнсе илчӗ. Ун чухне те эпӗ этемсенчен ӑс ыйтма васкамарӑм,
Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, вӑл путсӗре кӑларать. Ун вырӑнне чун-чӗрӗре Святой Сывлӑшпа тултарӑр.