11 Ҫавӑн чухне ӑна ладан ҫунтаракан парне вырӑнӗн сылтӑм енче сасартӑк Хуҫа Туррӑн ангелӗ курӑннӑ.
Ангел ӑна каланӑ: «Эпӗ – Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил. Мана сан патна ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ.
Ун патне кӗрсен ангел ҫапла каланӑ: «Эй, тивлетлӗ Хӗр, савӑн! Санпала Турӑ, Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑрах!»
Ангел вӗсене ҫапла каланӑ: «Ан хӑрӑр! Эпӗ сире пӗтӗм халӑха савӑнтармалли чаплӑ хыпар пӗлтерме килтӗм.
Сасартӑк вӗсен умне Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ пырса тӑнӑ та, вӗсене Хуҫа Туррӑн мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ. Кӗтӳҫӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ.
Анчах та Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ ҫӗрле тӗрме алӑкӗсене уҫнӑ та апостолсене илсе тухса ҫапла каланӑ:
Ангелсем пурте ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсене пулӑшма янӑ сывлӑшсем кӑна мар-им вара?
Улттӑмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, вара эпӗ сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ Турӑ умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйракинчен пӗр харӑс тухать.