1 Пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен халӗ нумайӑшӗ ҫыра пуҫларӗҫ ӗнтӗ.
Вара вӗренекенӗсем кайнӑ та пур ҫӗрте те ӳкӗтлесе вӗрентнӗ; Хуҫамӑр вӗсене пулӑшсах тӑнӑ, хӑватсем кӑтартса вӗсен сӑмахӗсене ҫирӗплетнӗ. Аминь.
Ҫаксене сире Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни, Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗнентересшӗн, ӗненсен Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.
Хӑшӗ кунпа куна тиркет, хӑшӗ пур куна пӗре хурать. Кам мӗнле шухӑшлать, ҫапла пурӑнтӑр.
Турӑ хӑватлӑ, сӑмах панине пурнӑҫлӗ тесе шанса тӑнӑ.
Вӗсен чӗрисем чи паха ӑнланулӑхпа пуянланма тата Атте Турӑпа Христос вӑрттӑнлӑхне пӗлме юратулӑхпа пӗрлешчӗр тесе, эпӗ вӗсене хастарлатма тӑрӑшатӑп.
Сире тата Иисус Христос чури, хӑвӑр хушшӑртан тухнӑ Епафрас саламлать. Сирӗн пӗр кӑлтӑксӑр ӗненсе ҫирӗп тӑмалла пултӑрччӗ, Турра юрӑхлине пӗтӗмпех туса пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе вӑл тӑтӑшах хӗрӳллӗн кӗлтӑвать.
Мӗншӗн тесен эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара эсир сӑмах халлӗн кӑна илтмерӗр. Ырӑ Хыпарӑн чӑнлӑхне эпир сире Святой Сывлӑш хӑвачӗпе, ҫирӗп ӗненӳпе вӗрентрӗмӗр. Сирӗн патӑрта чухне эпир сире ырра пултӑр тесе мӗнле пурӑннине хӑвӑрах пӗлетӗр.
Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.
Ырӑ Хыпара манӑн пӗлтерсе ҫитермелле пултӑр тесе, ытти халӑхсем пурте ҫавна илтме пултарччӑр тесе, мана Хуҫа Турӑ пӑрахмарӗ, вӑй пачӗ. Ҫапла вара эпӗ хама арӑслансене пӑрахса парасран хӑтӑлса юлтӑм.
Эппин Турӑ патне таса чунпа, тулли ӗненӳпе, ҫылӑхлӑ чӗремӗрсене сӑваплатса-сирпӗтсе, ӳт-пӗве таса шывпа ҫуса кӗрер.
Эпир сирӗнтен кашниех тулли шанчӑклӑ пулмашкӑн вӗҫне ҫитичченех ҫавнашкал тӑрӑштӑр тетпӗр;