12 Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ – ӗненекенсене пулӑшасси – вӗсен ҫитменнине ҫитерет кӑна мар, чылайӑшӗн чунӗнче Турра туллин тав тӑвас ӗмӗт ҫуратать.
Пурӑнӑҫӑмӑрта Христос тӳснӗ пек асапсем нумайланса пынӑҫемӗн эпир Христос урлӑ нумайрах та нумайрах лӑплантару илетпӗр.
Вӗсем пире ӗненекенсене пулӑшас чыслӑ ӗҫе хутшӑнмашкӑн ирӗк пама тархасларӗҫ.
Тепӗр тесен, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекенсене пулӑшасси ҫинчен ҫырни кирлех те мар,
Апла пулин те, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекен тӑванӑма, ӗҫри тата кӗрешӳри юлташӑма Епафродита пыма хушасшӑн. Мана кирлӗ чухне пулӑшма эсир ӑна хӑвӑрах янӑччӗ. Вӑл, чӑнах та, мана пулӑшрӗ.
Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленекен тӑванне хӗрхенмест пулсан, унра епле Турӑ юратулӑхӗ пулайтӑр?