Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 8:8 - Синодальный НЗ

8 Ҫакна эпӗ сире хушса каламастӑп. Ыттисен тӑрӑшулӑхӗ ҫинчен каласа эпӗ сирӗн юратулӑхӑр чӑн е чӑн мар пулнине тӗрӗслесшӗн.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 8:8
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Юратанҫи пулса мар, пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратӑр. Усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр.


Ыттисем пирки вара ҫакна каламалла (куна Хуҫамӑр мар, эпӗ калатӑп): пӗр-пӗр ӗненекен тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, анчах та упӑшкипе пурӑнма килӗшет пулсан – упӑшкин ӑна пӑрахмалла мар.


Мӑшӑрланманнисем пирки вара Хуҫамӑр мӗн хушса хӑварнӑ – пӗлместӗп. Мана Хуҫамӑр Хӑйӗншӗн шанчӑклӑ пулмашкӑн ырӑлӑх панӑ, ҫавӑнпа канаш паратӑп.


Паллах, ҫакна эпӗ хушса мар, ирӗк парса калатӑп.


Хамӑр ӗҫе эпир таса, ӑслӑ-тӑнлӑ, пысӑк чунлӑ, ырӑ, Святой Сывлӑш тивлечӗллӗ, чӑн-чӑн юратуллӑ,


Сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтеретӗп: ҫак ырӑ ӗҫе вӗҫлени сирӗншӗн хӑвӑршӑнах усӑллӑ пулӗ. Эсир тин ҫеҫ пулӑшма пуҫланӑ ҫынсем мар-ҫке-ха, пӗлтӗртенпех ҫав шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнатӑр.


Ҫапла вара, вӗсене хӑвӑр юратнине тата эпир сирӗнпе тӗрӗсех мухтаннине ӗненекен ушкӑнсем умӗнче кӑтартса парӑр.


мӗншӗн тесен эсир тӑрӑшнине пӗлетӗп. Ахаия ҫыннисем пулӑшу пама пӗлтӗртенпех хатӗр тесе эпӗ ӗнтӗ Македонири ӗненекенсем умӗнче мухтанса та илтӗм. Эсир хыпса ҫунни нумайӑшне хавхалантарчӗ.


Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать.


Пирӗн вара чӑнлӑха пӗлтерсе, юратса чун-чӗрепе Ун патнелле ӳссе ҫӗкленмелле; Христос вӑл – Пуҫ.


Иисус Христос Хуҫамӑра ӗмӗр-ӗмӗр юратакансене пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.


Пӗр-пӗрин ҫинчен шухӑшлар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарар.


Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ