Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 8:6 - Синодальный НЗ

6 Ҫавӑнпа та эпир Тита ҫав ырӑ пулӑшу ӗҫне сирӗн патӑрта епле аван пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 8:6
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Акӑ эпӗ, чылай ҫул иртсен, хам халӑхӑма пулӑшма пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗне пама тата Турра парне кӳме Иерусалима килтӗм.


Халӗ вара эпӗ Иерусалима, унти ӗненекенсене пулӑшма, ҫула тухатӑп.


Эпӗ Тита сирӗн патӑра кайма ӳкӗте кӗртрӗм, унпа пӗрле тӑвансенчен пӗрне ятӑм. Тит сирӗнтен мӗн те пулин илчӗ-и? Эпир унпа пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ мар-им вара? Пӗр ҫул-йӗрпех ҫӳреместпӗр-им вара?


Ҫапах та манӑн ӑшӑм вӑркарӗ, мӗншӗн тесен эпӗ унта Тит тӑванӑмӑра тупаймарӑм. Вара унтисемпе сывпуллашрӑм та Македоние тухса кайрӑм.


Сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтеретӗп: ҫак ырӑ ӗҫе вӗҫлени сирӗншӗн хӑвӑршӑнах усӑллӑ пулӗ. Эсир тин ҫеҫ пулӑшма пуҫланӑ ҫынсем мар-ҫке-ха, пӗлтӗртенпех ҫав шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнатӑр.


Тата ӗненекен ушкӑнсем те ӑна ҫак ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче пирӗн юлташ пулма суйларӗҫ. Ыркӑмӑллӑх ӗҫне эпир Хуҫа Турӑ мухтавӗшӗн тата эсир тӑрӑшнине кура тӑватпӑр.


Тит пирки ҫакна каламалла: вӑл манӑн пулӑшаканӑм тата сирӗн патӑрти ӗҫри юлташӑм. Ытти тӑванӑмӑрсем те Христоса мухтава кӑлараҫҫӗ, вӗсем – ӗненекен ушкӑнсем суйласа янӑскерсем.


Вӗсем пире ӗненекенсене пулӑшас чыслӑ ӗҫе хутшӑнмашкӑн ирӗк пама тархасларӗҫ.


Ҫавӑнпа та тӑвансене сирӗн патӑра маларах ҫитсе хӑвӑр пухма шантарнӑ пулӑшӑва хатӗрлесе ҫитерме ӳкӗте кӗртес терӗм. Эсир пулӑшни хистесех илни пек мар, ырӑ сунса пани пек пултӑрччӗ терӗм.


Хама мӗн кирлине эпӗ пӗтӗмпех илтӗм, ытлашшипех те илтӗм. Эсир Епафродитран парса янӑ парнесене илсен кӑмӑлӑм тулчӗ. Эсир парса яни – Турра юрӑхлӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пек.


Сирӗнтен кашнинех Турӑ пултарулӑх панӑ. Эппин, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса, Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа пек усӑ курӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ