3 Вӗсем вӑйӗсем ҫитнӗ таран ҫеҫ мар, пултарнинчен те ытларах пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна куҫӑн курнӑран калатӑп.
Ҫак хӗрарӑм хӑй мӗн тума пултарнине турӗ: Ман ӳтӗме пытарма хатӗрлесе ҫу сӗрчӗ.
Вара вӗренекенсем, харпӑр хӑй вӑй ҫитернӗ таран, Иудейӑри ӗненекенсем патне пулӑшу яма шут тытнӑ.
Эсир Турӑшӑн тӑрӑшатӑр, анчах та ҫакна шухӑшласа тумастӑр тесе эпӗ Израиль ҫыннисене ҫирӗплетсех калатӑп.
Эпӗ сирӗн патӑра пырсан тин пуҫтармалла ан пултӑр тесен, сирӗнтен кашниех эрнен малтанхи кунӗнче хӑй пултарнӑ таран уйӑрса хурса упратӑр.
Ҫак ӗҫе эпӗ хам ирӗкпе тӑватӑп пулсан, паллах, мана тӳлемелле. Енчен те хам ирӗкпе тумастӑп пулсан, шанса панӑ ӗҫӗм вара Турӑ умӗнчи тивӗҫӗм пулать.
Ун чухнехи телейӗр ӑҫта кайса кӗчӗ халӗ? Ҫакна ҫирӗплетсех калатӑп: ун чухне эсир, кирлӗ пулсан, мана куҫӑрсене кӑларса пама та хатӗрччӗ!
Мӗншӗн тесессӗн Турра юрӑхлӑ кӑмӑлӑрпа ӗҫӗре сирӗн ӑшӑрта Вӑл Хӑй пултарать.
Вӑл сирӗншӗн тата Лаодикипе Иерапольти ӗненекенсемшӗн питӗ тӑрӑшнине эпӗ ҫирӗплетсех калама пултаратӑп.
Эсир пирӗншӗн хаклӑ ҫынсем пулса тӑтӑр, ҫавӑнпа та, сирӗншӗн тӑрӑшса, эпир сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме кӑна мар, чунӑмӑрсене пама та хатӗрччӗ.
Анчах та санпа килӗшсе татӑлмасӑр нимӗн те тӑвас темерӗм. Ырӑ ӗҫе санӑн ҫын хистенипе мар, кӑмӑл хушнипе тумалла пултӑрччӗ терӗм.
Кама вӗрентме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ сӑмахӗпе калаҫтӑр. Кама Турӑ ячӗшӗн ӗҫлеме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ хӑвачӗпе ӗҫлетӗр. Ҫаксене йӑлтах Иисус Христос урлӑ Турра мухтава кӑларасчӗ тесе тӑвӑр. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ, хӑватлӑ. Аминь.
хӑвӑра шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне пӑхӑр, сыхлама хушнӑран мар, чун хушнипе тата Турра юрӑхлӑ сыхлӑр. Пуяс тесе мар, ӗҫе тӗплӗн тӑвас тесе тӑрӑшӑр.