ӳкӗтлекен пулсан – ӳкӗтлетӗр, валеҫекен пулсан – таса чунпа валеҫтӗр, пуҫлӑх пулсан – тӑрӑшса ертсе пытӑр, пурлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшакан пулсан – савӑнсах пулӑштӑр.
Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.
Ӗненӳшӗн хӗн-хур тӳсме лексен те, эсир пирӗн сӑмаха Святой Сывлӑш паракан савӑнӑҫпа йышӑнтӑр. Ҫапла майпа эсир те пирӗн евӗрлӗ, Хуҫамӑр евӗрлӗ пулса тӑтӑр.
Санӑн ӗҫӳсене, хуйху-суйхуна та, чухӑнлӑхна та (тӗрӗссипе, эсӗ – пуян) пӗлетӗп. Хӑйсене иудей текенсем сан пирки усал калаҫаҫҫӗ. Вӗсем иудейсем мар – шуйттан пухӑвӗ.