Ҫав сӑлтавпах эпӗ сирӗн патӑра Тимофея ятӑм. Вӑл – ӗненӳри савнӑ ывӑлӑм, Хуҫа Турӑ умӗнче шанчӑклӑскер. Эпӗ Христос ҫулӗпе епле ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те, пур чиркӳсенче те ҫапла вӗрентетӗп. Ун ҫинчен Тимофей сире аса илтерӗ.
Эпӗ Тита сирӗн патӑра кайма ӳкӗте кӗртрӗм, унпа пӗрле тӑвансенчен пӗрне ятӑм. Тит сирӗнтен мӗн те пулин илчӗ-и? Эпир унпа пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ мар-им вара? Пӗр ҫул-йӗрпех ҫӳреместпӗр-им вара?
Тата ӗненекен ушкӑнсем те ӑна ҫак ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче пирӗн юлташ пулма суйларӗҫ. Ыркӑмӑллӑх ӗҫне эпир Хуҫа Турӑ мухтавӗшӗн тата эсир тӑрӑшнине кура тӑватпӑр.