12 Пулӑшма тӑрӑшни пулсассӑн, Турӑ ӑна камӑн мӗн ҫуккине кура мар, камӑн мӗн пуррине кура йышӑнӗ.
Ҫавнашкалах, икӗ талант илни те тата икӗ талант тунӑ.
Икӗ талант илни те пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана икӗ талант парса хӑварнӑччӗ, акӑ эпӗ вӑл укҫапа тата икӗ талант тупӑш турӑм“.
Сахалра шанчӑклӑ ҫын нумаййинче те шанчӑклӑ; сахалра ултавли нумаййинче те ултавлӑ.
Ӗнтӗ хӑвӑр хытӑ ӗмӗтленнине пултарнӑ таран пурнӑҫласа, халӗ ҫав ӗҫе туса пӗтерӗр.
Ку вӑл сирӗн пурӑнӑҫӑра йывӑрлатса ыттисене ҫӑмӑллӑх парассине пӗлтермест, сӑмах кунта хире-хирӗҫле пӗр танлӑх пирки пырать.
Тата ӗненекен ушкӑнсем те ӑна ҫак ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче пирӗн юлташ пулма суйларӗҫ. Ыркӑмӑллӑх ӗҫне эпир Хуҫа Турӑ мухтавӗшӗн тата эсир тӑрӑшнине кура тӑватпӑр.
Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать.
Сирӗнтен кашнинех Турӑ пултарулӑх панӑ. Эппин, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса, Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа пек усӑ курӑр.