11 Ӗнтӗ хӑвӑр хытӑ ӗмӗтленнине пултарнӑ таран пурнӑҫласа, халӗ ҫав ӗҫе туса пӗтерӗр.
Пулӑшма тӑрӑшни пулсассӑн, Турӑ ӑна камӑн мӗн ҫуккине кура мар, камӑн мӗн пуррине кура йышӑнӗ.
Тата ӗненекен ушкӑнсем те ӑна ҫак ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче пирӗн юлташ пулма суйларӗҫ. Ыркӑмӑллӑх ӗҫне эпир Хуҫа Турӑ мухтавӗшӗн тата эсир тӑрӑшнине кура тӑватпӑр.
Вӗсем вӑйӗсем ҫитнӗ таран ҫеҫ мар, пултарнинчен те ытларах пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна куҫӑн курнӑран калатӑп.
мӗншӗн тесен эсир тӑрӑшнине пӗлетӗп. Ахаия ҫыннисем пулӑшу пама пӗлтӗртенпех хатӗр тесе эпӗ ӗнтӗ Македонири ӗненекенсем умӗнче мухтанса та илтӗм. Эсир хыпса ҫунни нумайӑшне хавхалантарчӗ.