10 Сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтеретӗп: ҫак ырӑ ӗҫе вӗҫлени сирӗншӗн хӑвӑршӑнах усӑллӑ пулӗ. Эсир тин ҫеҫ пулӑшма пуҫланӑ ҫынсем мар-ҫке-ха, пӗлтӗртенпех ҫав шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнатӑр.
Чӑн калатӑп сире: кам ҫак кӗҫӗннисенчен пӗрне Ман вӗренекенӗм пулнӑшӑн пӗр курка та пулин сивӗ шыв ӗҫтерет, вӑл илес сӑвапне ҫухатмӗ».
Пӗтӗм халӑх пӗтнинчен пӗри халӑх ырлӑхӗшӗн пӗтни хамӑршӑнах лайӑх пуласси пирки ӑнланмастӑр-им?»
Анчах та Эпӗ чӑннине калатӑп: Эпӗ кайсан сире лайӑхрах пулӗ. Эпӗ каяс мар пулсан сирӗн патӑра Лӑплантаракан килмӗ. Кайсассӑн вара – Эпӗ ӑна сирӗн патӑра ярӑп.
«Халӑх ырлӑхӗшӗн пӗр ҫын пӗтни лайӑхрах» тесе иудейсене маларах канаш параканни шӑпах ҫав Каиафа пулнӑ.
Манӑн тем тума та ирӗк пур, анчах пурте усӑллӑ мар. Манӑн тем тума та ирӗк пур, анчах пурте ырӑлӑхлӑ мар.
Эпӗ сирӗн патӑра пырсан тин пуҫтармалла ан пултӑр тесен, сирӗнтен кашниех эрнен малтанхи кунӗнче хӑй пултарнӑ таран уйӑрса хурса упратӑр.
Мана тем тума та юрать, анчах пурте усса каймасть. Ҫапла, мана тем тума та юрать, анчах манпа нимӗн те ан хуҫалантӑр.
Мӑшӑрланманнисем пирки вара Хуҫамӑр мӗн хушса хӑварнӑ – пӗлместӗп. Мана Хуҫамӑр Хӑйӗншӗн шанчӑклӑ пулмашкӑн ырӑлӑх панӑ, ҫавӑнпа канаш паратӑп.
Ҫапах та, качча каймасан, ҫав хӗрарӑм телейлӗрех пулать. Паллах, ку манӑн шухӑш, анчах манра та Турӑ Сывлӑшӗ пур пулӗ тетӗп.
Усӑллӑ мар пулин те, татах мухтанам-ха. Ӗнтӗ хама Хуҫа Турӑ кӑтартнӑ курӑнусемпе уҫӑлусем ҫинчен каласа парам.
Ҫавӑнпа та эпир Тита ҫав ырӑ пулӑшу ӗҫне сирӗн патӑрта епле аван пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр.
Ҫакна эпӗ сире хушса каламастӑп. Ыттисен тӑрӑшулӑхӗ ҫинчен каласа эпӗ сирӗн юратулӑхӑр чӑн е чӑн мар пулнине тӗрӗслесшӗн.
мӗншӗн тесен эсир тӑрӑшнине пӗлетӗп. Ахаия ҫыннисем пулӑшу пама пӗлтӗртенпех хатӗр тесе эпӗ ӗнтӗ Македонири ӗненекенсем умӗнче мухтанса та илтӗм. Эсир хыпса ҫунни нумайӑшне хавхалантарчӗ.
Эпӗ ҫакна калани сирӗнтен пулӑшу кӗтнине пӗлтермест. Ырӑ тунине кура сирӗн тӳпери пайта ӳсессе шанса калатӑп.
Пӗрне-пӗри ырӑ тума ан манӑр, туслӑ пурӑнӑр – Турра шӑпах ҫакнашкал парнесем юрӑхлӑ.