Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.
Хамӑн ҫырӑвӑмпа сире кулянтартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп – маларах ӳкӗне те пуҫланӑччӗ, – мӗншӗн тесен ҫав ҫыру, вӑхӑтлӑха пулин те, сире кулянтарнине пӗлетӗп.