8 Хамӑн ҫырӑвӑмпа сире кулянтартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп – маларах ӳкӗне те пуҫланӑччӗ, – мӗншӗн тесен ҫав ҫыру, вӑхӑтлӑха пулин те, сире кулянтарнине пӗлетӗп.
Пӑхӑр-ха, Турӑшӑн хуйхӑрни сире епле тимлекен, каҫару ыйтакан турӗ. Тата эсир ҫылӑха кӗнӗ ҫынна еплерех тарӑхатӑр, еплерех хӑраса пӑшӑрханатӑр, пирӗнпе тӗл пулма ӗмӗтленетӗр. Ҫылӑхлине айӑплас кӑмӑлӑр тата еплерех пысӑк! Эсир ҫав ӗҫре хӑвӑр таса пулнине пур тӗлӗшӗнчен те кӑтартса патӑр.
Эпир Тит килнишӗн кӑна мар, вӑл сирӗн патӑртан хавхаланса килнишӗн савӑнтӑмӑр. Тит пире эсир тӑрӑшни, кулянни, маншӑн тем тума та хатӗр пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вара эпӗ тата ытларах савӑнса кайрӑм.