Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 7:7 - Синодальный НЗ

7 Эпир Тит килнишӗн кӑна мар, вӑл сирӗн патӑртан хавхаланса килнишӗн савӑнтӑмӑр. Тит пире эсир тӑрӑшни, кулянни, маншӑн тем тума та хатӗр пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вара эпӗ тата ытларах савӑнса кайрӑм.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 7:7
34 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Петр Иисус хӑйне автан авӑтиччен эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн тесе каланине аса илнӗ. Вара вӑл картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.


Йӗрекенсем телейлӗ, вӗсем лӑпланӗҫ.


Пӑлхана-пӑлхана Иисус тата хытӑрах кӗлтунӑ. Унӑн тарӗ ҫӗре юн пек тумланӑ.


Турӑ тивлетне хӑй куҫӗпе хӑй ҫитсе курсан вӑл питӗ хӗпӗртенӗ. Вара Варнава пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа Хуҫамӑра пӑхӑнса тӑма ӳкӗтленӗ.


Тӗл пулсассӑн эпир пӗрлехи ӗненӳ вӑйӗпе хавхаланӑттӑмӑр, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулӑттӑмӑр.


Сирӗн ҫавнашкал хӑтланакана хӑвӑр ушкӑнтан хӑваласа ямалла. Эсир вара, кулянас вырӑнне, мӑнаҫланса ҫӳретӗр.


Вӑл пире тӗрлӗ хӗн-хурта лӑплантарать. Турӑ панӑ ҫав лӑплантарупа эпир те хӗн-хур куракансене лӑплантарма пултаратпӑр.


Малтанхи ҫырӑвне те эпӗ сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сӑмахӑмран иртместӗр-ши тесе ҫырнӑччӗ.


Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинчи хӳшӗре пурӑннӑ чухне эпир тӳпери кил-ҫуртӑмӑра кӗресшӗн, тӳпе тумтирне тӑхӑнасшӑн тертленсе ахлататпӑр.


Анчах та йӑвашшисене хастарлӑх паракан Турӑ пирӗн патӑмӑра Тита ярса пире те ҫирӗплӗх пачӗ.


Хамӑн ҫырӑвӑмпа сире кулянтартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп – маларах ӳкӗне те пуҫланӑччӗ, – мӗншӗн тесен ҫав ҫыру, вӑхӑтлӑха пулин те, сире кулянтарнине пӗлетӗп.


Тита сирӗншӗн ҫав тери тӑрӑшмалла чун-чӗреллӗ тунӑшӑн Турра тавах.


Ҫакна хытӑ кӗтетӗп. Эпӗ хам намӑса юлмасса, сӑмахӑма хӑюллӑн та тӳррӗн каласса шанатӑп. Ҫапла майпа – пурӑнӑҫӑмпа та, вилӗмпе те – Христос ман ӳт-пӗвӗм урлӑ халӗ те, яланхиллех, чаплӑланӗ.


Кӗлеткемпе сирӗнпе мар пулин те, чунӑмпа эпӗ сирӗнпех: эсир пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑннишӗн, Христоса ҫирӗп ӗненнишӗн питӗ хӗпӗртетӗп.


Халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпарпа тавӑрӑнчӗ. Сирӗн ӗненесси те, юратасси те иксӗлмен иккен. Эсир пире ырӑпа кӑна асӑнни ҫинчен те, эпир сире курасшӑн пулнӑ пекех эсир те пире курасшӑн иккенне те Тимофей каласа кӑтартрӗ.


Эсир Хуҫа Турра ҫирӗп ӗненнине пӗлсессӗн пирӗн чун хавалӗ ҫӗкленчӗ.


Ҫавӑнпа та пирӗн, Турӑ ҫулӗнчен пӑрӑнса каяс мар тесен, хамӑра мӗн вӗрентнине асра тытмалла.


Илия пирӗн пек ҫынах пулнӑ. Вӑл ҫумӑр ан ҫутӑрччӗ тесе хӗрӳллӗн кӗлтунӑ та – виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх ҫӗр ҫине тумлам ҫумӑр та ӳкмен.


Санӑн хӑш-пӗр ачусем, Атте Турӑ хушнӑ пек, чӑнлӑх ҫулӗпе кайнине пӗлсен, эпӗ питӗ савӑнтӑм.


Савнӑ тӑванӑмсем! Сирӗн патӑра пурте ҫӑлӑнасси ҫинчен манӑн питӗ ҫырассӑм килетчӗ. Анчах та эпӗ сирӗн патӑра Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӗрре тата яланлӑха панӑ ӗненӳшӗн кӗрешме ӳкӗтлесе ҫырас терӗм.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ