5 Македоние ҫитсессӗн эпир нимле канлӗх те тупаймарӑмӑр. Пире пур енчен те инкек-синкек кӗтсех тӑчӗ: йӗри-тавра – хирӗҫӳлӗх, ӑшра – шиклӗх.
Пӑлхав чарӑнсан Павел вӗренекенсене чӗнсе илсе хавхалантарнӑ, ӳкӗтленӗ, вара сывпуллашнӑ та Македонине тухса кайнӑ.
Мӗншӗн тесен Македонири тата Ахаияри ӗненекенсем Иерусалимри чухӑн ӗненекенсем валли укҫа-тенкӗ пуҫтарса парса ячӗҫ.
Эпӗ Иисус Христос Хуҫамӑр умӗнче сирӗнпе мӑнаҫланатӑп. Ҫав мӑнаҫлӑхпа тупа туса калатӑп: эпӗ кашни кунах вилӗмпе куҫа-куҫӑн.
Македони тӑрӑхӗсенче ҫӳресе ҫавӑрӑнсассӑн вара сирӗн патӑра ҫитӗп, мӗншӗн тесен эпӗ Македони урлӑ пыма шухӑшлатӑп.
Ҫапах та манӑн ӑшӑм вӑркарӗ, мӗншӗн тесен эпӗ унта Тит тӑванӑмӑра тупаймарӑм. Вара унтисемпе сывпуллашрӑм та Македоние тухса кайрӑм.
Сирӗн патӑра пырсассӑн эсир мана савӑнтарасса кӗтетӗп. Ҫавӑнпа та, кулянмалла пулса ан тухтӑрччӗ тесе, ҫакна пыричченех ҫыртӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен манӑн савӑнӑҫӑм сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнӑҫ. Эпӗ сирӗн пирки иккӗленместӗп.
Малтанхи ҫырӑвне те эпӗ сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сӑмахӑмран иртместӗр-ши тесе ҫырнӑччӗ.
Эпӗ сирӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑрта вӑй хурса тӑрӑшни харама ан кайтӑрччӗ.
Шуйттан сире илӗртсе улталасран, хамӑр тӑрӑшса ӗҫлени харама каясран эпӗ шиклентӗм. Ҫавӑнпа та, ырана хӑвармасӑр, сирӗн ӗненӗвӗр мӗнешкел ҫирӗппине пӗлмешкӗн Тимофея ятӑм.