Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.
Ҫакна татах калам: кам та пулин мана ӑссӑр тесе ан шутлатӑрччӗ. Ун пек шухӑшлакан пур пулсан, мухтанкалатӑр ара тесе, мана ӑссӑр вырӑнне те пулин йышӑнсамӑр.
Мӗншӗн тесен Македонирен килнӗ ӗненекен тӑванӑмсем манӑн ҫитменнине ҫитерсех тӑчӗҫ. Сире йывӑрлатас марччӗ тесе эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те тӑрӑшрӑм, тӑрӑшӑп та.
Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр.
Манпа пӗрле тӗрмере ларакан Аристарх тата Варнавӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Марк сире салам яраҫҫӗ. (Хӑвӑр патӑра пырсассӑн Марка хапӑлласа йышӑнӑр тесе сире хушнӑччӗ ӗнтӗ.)