16 Ӗнтӗ эсир пур тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ пулнишӗн савӑнатӑп.
Пӗлӳпе чӑнлӑх – саккунра тетӗн эсӗ. Саккуна пӗлнӗрен эсӗ хӑвна суккӑрсене ҫавӑтса пыракан, тӗттӗмрисене ҫутӑ паракан, вӗренмен ҫынсене вӗрентекен, ӑссӑррисене ӑс паракан тесе шухӑшлатӑн.
Сирӗн патӑра пырсассӑн эсир мана савӑнтарасса кӗтетӗп. Ҫавӑнпа та, кулянмалла пулса ан тухтӑрччӗ тесе, ҫакна пыричченех ҫыртӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен манӑн савӑнӑҫӑм сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнӑҫ. Эпӗ сирӗн пирки иккӗленместӗп.
Эсир Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран эпир сире мӗн хушнине пурнӑҫланине, малашне те пурнӑҫласса шанатпӑр.
Эсӗ итлессе шанса ҫыратӑп. Эсӗ маншӑн ыйтнинчен те ытларах тума пултарасса пӗлетӗп.
Христос ячӗпе манӑн сана мӗн тумаллине хӑюллӑнах хушма ирӗкӗм пур.