Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 7:12 - Синодальный НЗ

12 Ҫапла вара, эпӗ сирӗн пата янӑ ҫырӑва хур тӑваканшӑн та, хур кураканшӑн та ҫырман, эпир Турӑ умӗнче сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни паллӑ пултӑр тесе ҫырнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 7:12
8 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн ҫапла тӑватӑп-ха? Тен, сире юратманран? Ку апла маррине Турӑ пӗлет, ҫапах та халиччен мӗнле туса пурӑнтӑм, малашне те ҫаплах тӑвӑп.


Тем те пӗр курнисӗр-тӳснисӗр пуҫне, ман патӑмра тата куллен халӑх, манӑн мӗн пур ӗненекен ушкӑншӑн та тӑрӑшмалла.


Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.


Малтанхи ҫырӑвне те эпӗ сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сӑмахӑмран иртместӗр-ши тесе ҫырнӑччӗ.


Хамӑн ҫырӑвӑмпа сире кулянтартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп – маларах ӳкӗне те пуҫланӑччӗ, – мӗншӗн тесен ҫав ҫыру, вӑхӑтлӑха пулин те, сире кулянтарнине пӗлетӗп.


Енчен те ҫын хӑйӗн кил-йышне, хуҫалӑхне йӗркеллӗ тытаймасть пулсан, епле-ха вӑл Турӑ Чиркӗвӗшӗн тӑрӑшайтӑр?


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ