10 Мӗншӗн тесен Турӑшӑн хуйхӑрни каялла тавӑрӑнми ӳкӗнтерсе ҫӑлӑнӑҫ кӳрет, ку тӗнчеришӗн хуйхӑрни вара вилӗм кӳрет.
Петр Иисус хӑйне автан авӑтиччен эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн тесе каланине аса илнӗ. Вара вӑл картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
Калатӑп сире: ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗннишӗн те Туррӑн ангелӗсем ҫавӑн пекех савӑнаҫҫӗ».
Налук пухаканӗ кӑна пуҫне ҫӗклеме те хӑяймасӑр аякра тӑнӑ. Вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа каланӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Хӗрхен мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“
Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ. «Чӗрӗлӗх илмешкӗн Турӑ урӑх халӑхсене те ӳкӗнмелле тунӑ курӑнать», – тенӗ вара вӗсем Турра мухтаса.
Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене тӳрлетес тесе ӳкӗнӗр, Турӑ енне ҫавӑрӑнӑр.
Сирӗн патӑра пырсассӑн Туррӑм мана каллех мӗскӗнрен те мӗскӗне хӑварасран шикленетӗп. Ирсӗр ӗҫ туса, аскӑн та пӑсӑк пурӑнса ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн ӳкӗнмен нумай ҫыншӑн манӑн хӳхлесе йӗмелле ан пултӑрччӗ.
Савӑнасса вара халӗ эпӗ сире кулянмалла пулса тухнишӗн мар, эсир куляннипе ӳкӗннишӗн савӑнатӑп. Эсир кулянни Турра юрӑхлӑ, эппин хамӑр ҫырупа эпир сире сиен тумарӑмӑр.
Пӗлетӗр ӗнтӗ, кайран Исав ашшӗн пилне илесшӗн питӗ ҫуннӑ, анчах ӑна пил паман. Куҫҫулӗпе йӗрсе айӑпне йышӑнсан та ӳкӗнме мехел ҫитереймен.