Тахҫан эпир хамӑр та ҫавнашкалахчӗ: ӳт-пӳ хистенӗ хыҫҫӑн, ӳт-пӳпе шухӑш-кӑмӑл илӗртнӗ хыҫҫӑн каяттӑмӑр. Эпир те, этем йӑхӗнчисем, ыттисем пекех, Турӑ ҫилли ҫитес ҫынсем пулнӑ.
Канӑҫлӑх Турри Хӑй сире туллин сӑвапласа тасаттӑр. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличчен сирӗнте йӑлтах: чун-чӗм те, чун та, ӳт-пӳ те – тӗрӗс-тӗкел упранса юлтӑр.
Эсир савӑнмашкӑн пухӑннӑ малтанхи ывӑлсен Чиркӗвӗ патне ҫывхартӑр. Вӗсен ятне тӳпере ҫырса хунӑ. Эсир пурне те Суд тӑвакан Турӑ патне, паха шая ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсен чунӗсем патне ҫывхартӑр.