Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 6:9 - Синодальный НЗ

9 Эпир паллӑ ҫынсем мар, анчах пире пурте пӗлеҫҫӗ. Пирӗн ҫинчен вилнӗ сӑмах та кӑлараҫҫӗ, акӑ, хӑвӑрах куратӑр, эпир чӗрӗ. Пире вӗлермеллех айӑплаҫҫӗ, анчах та эпир вилместпӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 6:9
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хӑш-пӗр философсем – эпикурсемпе стоиксем – унпа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем Павел Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнине илтнӗ. «Ҫак пуш параппан мӗн каласшӑн ара?» – тенӗ пӗрисем. «Вӑл темле ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас», – тенӗ тата теприсем.


Акӑ халӗ хӑвӑрах курса-илтсе тӑратӑр: Павел текенскер Ефес ҫыннисене кӑна мар, пӗтӗм Аси халӑхне тенӗ пекех, этем аллипе ӑсталанӑ япаласем турӑ мар тесе, хӑйӗн ӗненӗвӗ енне ҫавӑрчӗ.


Ҫапах та вӗсем Павелпа хӑйсен Турра хисеплес йӗрки ҫинчен тата пӗр вилнӗ темле Иисус пирки тавлашкаларӗҫ. Павел ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Вӑл чӗрех иккен.


Эпӗ ун пирки император патне мӗн ҫырса ямаллине те пӗлместӗп. Ҫавӑнпа та ӑна сире, уйрӑмах, Агриппа патша, сана, кӑтартас терӗм. Эсир лайӑхрах тӗпчесе пӗлсен вара мӗн ҫырса ямалли те паллӑ пулӗ.


Ҫакӑ вӑл тӗрлӗрен паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсен хӑвачӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе пулса пырать. Ҫапла майпа эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирик таран сарма пултартӑм.


«Пире Саншӑн кулленех вӗлереҫҫӗ, пире пусас сурӑхсем вырӑнне хураҫҫӗ».


Пире хак параканӗ вара – Турӑ. Ытти пӗтӗм тӗнчепе пӗрле суд умне тӑрас мар тесессӗн Хуҫа Турӑ айӑплавне пирӗн чӑтмалла.


Эпӗ Иисус Христос Хуҫамӑр умӗнче сирӗнпе мӑнаҫланатӑп. Ҫав мӑнаҫлӑхпа тупа туса калатӑп: эпӗ кашни кунах вилӗмпе куҫа-куҫӑн.


Ман шухӑшпа, пире Турӑ мӗскӗнрен те мӗскӗн, вилме пӳрнӗ чурасенни пек шӑпа панӑ, мӗншӗн тесен эпир тӗнче кулли пултӑмӑр, ангелсемпе ҫынсем те пирӗнтен кулаҫҫӗ.


Сӑмах ӑсти мар пулин те, хама пӗлӳсӗр тееймӗп. Тепӗр тесен, ҫакна эпир сире тӗрлӗ лару-тӑрура тӗрлӗ майпа кӑтартса патӑмӑр.


Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр.


Ҫапла вара, Хуҫа Турӑ сумлӑхӗнчен хӑрамаллине пӗлсе, эпир ҫынсене ӳкӗтлетпӗр. Турӑ пире пӗлсе тӑрать, эсир те пире пӗлетӗр пуль тесе шанатӑп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ