Ӑна халсӑр чухне пӑталанӑ пулин те, халӗ Вӑл Турӑ хӑвачӗпе чӗрӗ. Эпир те ҫавнашкалах, Унпа пӗрлех халсӑр; анчах та, Турӑ хӑвачӗпе, сирӗн хушшӑрта Унӑн чӗрӗлӗхӗпе палӑрӑпӑр.
Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр.
Ҫапла ӗнтӗ сирӗн пирки Тит умӗнче мухта-мухта калаҫнӑшӑн мана намӑс пулмарӗ. Эпир сире яланах чӑннине каланӑ пекех, Тит умӗнче сире мухтани те чӑна тухрӗ.
Хӑвӑр валли тӳпере хатӗрленине эсир шанчӑкпа кӗтетӗр. Мӗн хатӗрлени ҫинчен вара эсир чи малтан чӑнлӑх сӑмахне – хӑвӑр патӑра ҫитнӗ Ырӑ Хыпара – илтсессӗн пӗлтӗр. Турӑ ырӑлӑхне чӑннипех те пӗлнӗ кунран пуҫласа ҫав сӑмах, пӗтӗм тӗнчери пекех, сирӗн патӑрта та сарӑлса пырать, хӑйӗн ҫимӗҫне парать.