Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 6:1 - Синодальный НЗ

1 Эпир вара, Турӑ ӗҫне тӑвакансем пулса, сире ҫапла йӑлӑнатпӑр: Турӑ ырӑлӑхне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 6:1
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Эй, Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!


Турӑ тивлетне хӑй куҫӗпе хӑй ҫитсе курсан вӑл питӗ хӗпӗртенӗ. Вара Варнава пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа Хуҫамӑра пӑхӑнса тӑма ӳкӗтленӗ.


Апла пулин те Павелпа Варнава унта Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн вӗрентсе пайтах пурӑннӑ. Апостолсем Хӑйӗн тивлечӗпе вӗрентнине ҫирӗплетсе, Хуҫамӑр вӗсен аллипе хӑватсемпе паллӑсем пултарнӑ.


Эй, тӑванӑмсем! Турӑ ырӑлӑхӗн ячӗпе тархаслатӑп сире: хӑвӑр ӳт-пӗвӗре чӗрӗ парнелӗхе Турра кӳрӗр, вӑл сӑваплӑ та юрӑхлӑ пултӑр. Турӑшӑн ҫапла тӑрӑшни ӑслӑ-тӑнлӑ туни пулать.


Мӗншӗн тесен эпир – Турӑшӑн пӗрле ӗҫлекенсем, эсир – Туррӑн уй-хирӗ, Туррӑн ҫурчӗ.


Эпӗ, Павел, сирӗнпе куҫа-куҫӑн чухне йӑвашскер, сирӗнтен аякра чухне хаярскер, сире Христос йӑвашлӑхӗпе тата хӗрхенӳлӗхӗпе ӳкӗтлетӗп.


Эпӗ Турӑ ырӑлӑхне йышӑнмастӑп теместӗп. Енчен те Турӑ умӗнче саккунпа тӳрре тухма пулать пулсан, эппин Христос кӑлӑхах вилнӗ пулать».


Эсир Христосшӑн тӳссе ирттерни усӑсӑр пулчӗ-шим вара? Е усӑсӑр кӑна пулсанччӗ!


Шуйттан сире илӗртсе улталасран, хамӑр тӑрӑшса ӗҫлени харама каясран эпӗ шиклентӗм. Ҫавӑнпа та, ырана хӑвармасӑр, сирӗн ӗненӗвӗр мӗнешкел ҫирӗппине пӗлмешкӗн Тимофея ятӑм.


Ӗнтӗ Туррӑн пур ҫынсене те ҫӑлакан ырӑлӑхӗ ҫитрӗ.


Сирӗнтен хӑшӗ те пулин Турӑ ырӑлӑхне ҫухатасран асӑрханӑр. Йӳҫек тымартан наркӑмӑшлӑ хунав тухса сиен ан тутӑрччӗ, нумай ҫынна ан ирсӗрлеттӗрччӗ.


Асӑрханӑр, Турӑ каланине итлемесӗр ан тӑрӑр. Хӑйсене ҫӗр ҫинче асӑрхаттарса калакана итлемен ҫынсем айӑпа юлнӑ пулсан, эпир вара, тӳперен Калакантан пӑрӑнсан, пушшех те айӑплӑ пулӑпӑр.


Ҫапла вара асӑрханар: Турӑ Хӑйӗн канӑҫлӑхне кӗртме сӑмах пани вӑйра тӑнӑ чухне сирӗнтен хӑшӗ те пулин унта кӗмешкӗн кая ан юлтӑрччӗ.


Сирӗнтен кашнинех Турӑ пултарулӑх панӑ. Эппин, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса, Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа пек усӑ курӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ